Иртнӗ эрнекун Шупашкар районӗнче автобуса чарнӑ. Унта Узбекистанран килнӗ 54 ҫын пулнӑ.
Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем вӗсен докуменчӗсене тӗрӗсленӗ. 15 пассажирӑн Раҫҫейре пулма ирӗк панӑ докуменчӗ срокран тухнӑ-мӗн. Узбексем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Тӗп федераци округӗнчен шапашран таврӑннӑ.
Апла-и, капла-и: инспекторсем йӗркене пӑснӑ узбексем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкар районӗн сучӗ вӗсене 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелли пирки постановлени кӑларнӑ.
Халӗ ҫав узбексем Раҫҫее 5 ҫул килеймӗҫ.
Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Самая читающая семья» (чӑв. Чи вулакан ҫемье) республикӑри конкурс ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чи вулаканнисем Канашпа Етӗрне хулисенче тата Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑннине палӑртнӑ.
Харӑс ларса вулама кӑсӑклине республикӑри 58 ҫемье ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем — 15 районпа 4 хуларан. Ку шутра Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Етӗрне хулисем пур.
Конкурсра Канашри Игнатьевсем, Етӗрнери Семеновсем тата Кӳкеҫри Ташковсем ҫӗнтернӗ. Конкурса хутшӑннисене хаклама Галина Белгалис тата Елена Светлая ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫынсене ҫӗршывра ҫирӗплетнӗ чи пӗчӗк шалуран, 7500 тенкӗрен те, сахалтарах тӳленӗ.
Пӑтӑрмаха Шупашкар районӗнчи прокуратура ӗҫ укҫине епле тӳленине тӗрӗсленӗ чухне асӑрханӑ. Кунсӑр пуҫне Апашри хуҫалӑхра (Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн кантурӗ унта вырнаҫнӑ) ӗҫ укҫипе те вӑхӑтра татӑлма васкамаҫҫӗ иккен.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ хуҫалӑх ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материала республика Ӗҫ инспекцийӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн директора 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ районти панкрута тухас патне ҫитнӗ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗнче те ҫынсене вӑхӑтра шалу тӳлемеҫҫӗ.
Чӑваш Ене васкавлӑ пулӑшу ураписем ҫитнӗ. Вӗр ҫӗнӗ те хальхи самана ыйтнипе килӗшсе тӑраканскерсен уҫҫисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура валеҫнӗ. Элтепер Администрацийӗн пресс-служби сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, урапасене Раҫҫей Правительствин хушӑвӗпе уйӑрнӑ.
Васкавлӑ пулӑшӑвӑн республикӑри станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров та урапасене пысӑка хурса хакланӑ. «Мӗн кирли вӗсенче йӑлтах пур», — ырланӑ тухтӑр васкавлӑ пулӑшу машинисене.
Васкавлӑ пулӑшу 13 машини шутӗнче 1 реанимобиль те пур. Вӗсене пурне те кирлӗ медицина оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗрен ҫитнӗ урапасем Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав районӗсене тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене ӑсаннӑ.
Шупашкар районӗнчи ҫак кунсенче аслӑ ҫулхисен «Чунпа ҫамрӑк» пултарулӑх конкурсӗ малалла пырать. Ӗнер Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Шӑмӑшра иртнӗ. Гала-концерт авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче пулӗ.
Маларах конкурс Янӑшра иртнӗ. Унтине вырӑнтисемсӗр пуҫне Чӑрӑшкасси, Ишек ял тӑрӑхӗсенчи ӳркенмен ватӑсем пуҫтарӑннӑ.
Ҫулне кура мар вӑр-варрисене хаклакан тӳресен йышӗнче Ростислав Данилов та пур. Хӑй вӑхӑтӗнче Росислав Васильевич Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, халӗ вӑл Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн районти уйрӑмне ертсе пырать. Тӳресен йышӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкар районӗнчи клубсен тӗп тытӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ксения Виноградова, асӑннӑ тытӑмӑн пуҫлӑхӗн пултарулӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Ксения Леонтьева.
«Ҫичӗ чиркӳ тӑвиччен ҫичӗ ача усрава ил», — тенӗччӗ пӗр ваттисен сӑмахӗнче. Хальхи саманара ачисене те усрава илеҫҫӗ-ха, анчах чиркӗвне те пӗрин хыҫҫӑн теприне хӑпартса лартаҫҫӗ. Шупашкар районӗнче те чиркӳ сахалтарах тесе шухӑшланӑ курӑнать — унтисем тата тепре хӑпартса лартасшӑн.
Ҫак эрнере Чӑваш Енӗн Строительство министерствине пухӑнсах канашланӑ. Унти тӳре-шара чиркӳ валли ҫӗр ӑҫта уйӑрасси пирки пуҫ ватнӑ. Кирек ӑҫта уйӑрсан та пӗрех мар-ҫке: чиркӗвне асӑннӑ районти Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн территорийӗнче туса лартасшӑн. Вӑл Ҫветтуй Николай ячӗллӗ пулӗ. Унта чиркӳсӗр пуҫне тӗн енӗпе ҫутта кӑларакан центр хӑпартса лартасшӑн, канмалли тата спорт лапамӗ уйӑрасшӑн.
Вӑрман Ҫӗктер тӑрӑхӗнче, сӑмах май каласан, авалхи чиркӳсем те иккӗ пур: вӗсенчен пӗри Ҫӳлтикассинче вырнаҫнӑ, тепри — Хыркассинче.
Республикӑри сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче грипран укол тӑвасси малалла пырать. Шупашкар районӗнчи тухтӑрсем вакцинаци ирттернипе пӗрлех унӑн усси пирки халӑхпа калаҫу та ирттернӗ. Шурӑ халатлисем вакцина тӳнтер енӗ пирки, кама укол тутармаллах иккенне ӑнлантарса панӑ. Вакцинаци тутармаллах йыша 60 ҫултан аслисем, соматика чирӗпе аптӑракансем, час-час шанса пӑсӑлакансем, шкул ҫулне ҫитменнисемпе шкул ачисем, халӑха пулӑшу паракан вырӑнсенче ӗҫлекенсем кӗреҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче грипран «Гриппол плюс» тата «Ультрикс» препаратсемпе укол тунӑ. Иртнӗ эрне тӗлнех унта ултӑ пине яхӑн вакцинаци ирттерме ӗлкӗрнӗ. Тухтӑрсем шкулсемпе ача пахчисене тухса ҫӳренӗ, аслисене вара пульницӑна йыхравланӑ.
Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап купи ҫунни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах темиҫе хут та пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчен каяш купине официаллӑ майпа хупнӑ, анчах вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫапа хӑшӗсем пӗрех пырса пӑрахма чарӑнман тенӗччӗ.
Темиҫе теҫетке ҫул пухӑнса пынӑ ҫӳп-ҫап утӑ уйӑхӗнче ҫунма тытӑннӑччӗ. Тӳре-шара каяш вырӑнӗ патне ял ҫыннисене пулми-пулми пыма сӗнменнине те эпир хыпарланӑччӗ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче Иван Моторин премьер-министр пулнӑ. Вӑл Илпеш патне те ҫитсе килнӗ. Унта ирттернӗ васкавлӑ канашлура яваплӑ ытти ӗҫченпе тата районти тӳре-шарапа ҫулӑма епле сӳнтермеллине сӳтсе явнӑ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Жемчужина Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн ахах пӗрчийӗ) тулли мар яваплӑ общество ӗҫ сыхлавӗн йӗркине пӑснӑ.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗлтернӗ тӑрӑх, санаторипе сиплев комплексӗнче РФ Ӗҫ кодексне пӑснӑ.
Ҫынпа ӗҫ килӗшӗвне татасси пирки пуҫлӑх приказ кӑлармалла, унпа ҫынна алӑ пустарсах паллаштармалла. «Чӑваш Енӗн ахах пӗрчинче» тӑрӑшнӑ Е.И. Терентьева ятлӑ ӗҫчен нимле хут та курман, алӑ та пусман.
Асӑннӑ обществӑра прокуратура ӗҫченӗсем тепӗр кӑлтӑк та тупса палӑртнӑ: ӗҫ укҫине хӑҫан тӳлессине ӗҫ килӗшӗвӗнче кӑтартман. Ӗҫ условине палӑртманнине те асӑрханӑ.
Ӗҫ кодексне пӑсакан тӗп директора, Е.Н. Семенована, тата обществӑна хӑйне административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ: пуҫлӑха 10 тенкӗлӗх штрафланӑ, предприятие — 35 пин тенкӗлӗх.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |